Паянтан республикӑра суйлав комиссийӗ Элтепер суйлавне хутшӑнакан кандидатсенчен документсем йышӑнма тытӑннӑ.
Чи малтан унта халӗ Элтепер должноҫне йышӑнакан Олег Николаев документсене кайса панӑ. Вӑл суйлава хӑйӗн кандидатурине хӑй тӑратать. Паянтан ҫакна тумашкӑн ирӗк илме муниципалитет депутачӗсенчен тата суйлавҫӑсенчен алӑ пуснине пухма тытӑнать.
Суйлав комиссийӗ документсене утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗччен 18 сехетчен йышӑнать. Аса илтерер: суйлав авӑн уйӑхӗн 12-14-мӗшӗсенче иртет.