Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Ҫулсерен чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче поэзи каҫӗ иртет. Кӑҫал ӑна Митта Ваҫлейӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Вӑл пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртрӗ.
Ҫунса пӗтмен хут тӗркисемпе, ал ҫырӑвӗсемпе илемлетнӗ сцена вилӗмсӗр поэтӑн тумхахлӑ та йывӑр шӑпине аса илтереҫҫӗ. Кирпӗч татки ҫинчи ҫурта ҫути М. Ваҫлейӗн манӑҫми ӗҫ-хӗлне «палӑртать». Каҫӑн пӗрремӗш пайӗнче студентсем Митта сӑввисенчен йӗркеленӗ лейтмотивпа паллаштарчӗҫ. Унта поэтӑн чунне уҫса паракан хайлавсене кӗртнӗ. Виҫӗ номинаципе тупӑшрӗҫ студентсем. Митта Ваҫлейӗн сӑввине вуласа 2-мӗш курсри Лилия Воробьева мала тухрӗ. «Ытти поэтсен сӑввине чи лайӑх вулакан» ята 2-мӗш курсри Марина Михайлова тивӗҫрӗ. Хӑй сӑввине вуласа 3-мӗш курсри Александр Антонова ҫитекенни пулмарӗ. Поэзи каҫне килнӗ хӑнасем те Альбина Юрату, Станислав Сатур, Марина Карягина, Атнер Хусанкай – парӑмра юлмарӗҫ. Вӗсем хӑйсен ҫӗнӗ ӗҫӗсемпе паллаштарчӗҫ, студентсене тата та хастартарах, маттуртарах пулма сунчӗҫ.
«Ҫак ӑру чӑваш чӗлхине, литературине малалла аталантараканӗ, тӑсаканӗ – тесе палӑртрӗ факультет деканӗ В.Г. Родионов профессор. – Ҫамрӑксем поэзине юратни чӑвашӑн пуласлӑх пуррине систерет».
