Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта «Лица Победы» (чӑв. Ҫӗнтерӳ сӑнӗсем) сӑнӳкерчӗксен куравӗ уҫӑлнӑ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернеренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ
Сӑнӳкерчӗксенче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, халӗ Шупашкарта пурӑнакан ватӑсем сӑнланнӑ. Вӗсен ҫамрӑк чухнехи тата хальхи сӑнӳкерчӗкӗсене вырнаҫтарнӑ.
Курава аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн логотипӗпе илемлетнӗ.
Кашни ветеран ҫинчен кӗскен каласа кӑтартнипе пӗрлех вӗсен кунҫулӗпе тӗплӗнрех паллашас текенсен QR-кодпа усӑ курма май пур.
Курав ҫулталӑкӗпех ӗҫлӗ.