Чӑваш Енре «Земство кульура ӗҫченӗ» программа ӗҫлесе кайӗ. 50 пин ҫын таран пурӑнакан ял-салана ӗҫлеме каякан культура ӗҫченӗсем 1 миллион тенкӗ илме пултарӗҫ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра ЧР Культура министерстви нормативлӑ документсене хатӗрлет. Вакантлӑ должноҫсен списокне хатӗрлеме тытӑннӑ ӗнтӗ.
Agabazar // 3687.12.4860
2024.12.11 10:51 | |
Agabazar // 3687.12.4860
2024.12.11 10:51 | |
Миллионне парĕç-ха та, анчах тÿрех ĕçчен теме кирлĕ-ши?
Ĕçчен-и унта е кахал-и, кăна каярахпа курăпăр. Чăх чĕпписене кĕркунне шутлаççĕ. | |
Анонимла // 1839.68.7652
2024.12.11 15:48 | |
50 пин ҫын таран пурӑнакан ял-сала ӑҫта-ши вӑл? Райцентрта та 50 пин ҫын пурӑнмасть пуль халӗ, пурте пысӑк хуласене тарса пӗтрӗҫ те. Ялсенче ҫур ялӗ пушӑ ларать, пушӑ ҫуртсен шучӗ кунсерен хушӑнсах пырать. |
Ĕçчен-и унта е кахал-и, кăна каярахпа курăпăр.
Чăх чĕпписене кĕркунне шутлаççĕ.