Ӗнер Шупашкарта Раҫҫей шоу-бизнес ҫӑлтӑрӗ Игорь Николаев концерт лартнӑ. Вӑл ун чухне хӑйӗн аслашшӗ (е какашшӗ, «дедушка» тенипе пӗлме ҫук) чӑваш пулнине, йӑх-тымарӗпе мӑнаҫланнине пӗлтернӗ.
«Эпӗ манӑн чӑваш тымарӗ пулнине яланах пӗлнӗ, анчах ҫакна питӗ пӗлтерӗшлӗ тесе шутламан. Паян вара ҫакна каласшӑн: манра чӑваш юнӗ чупнӑшӑн мухтанатӑп», – тенӗ Игорь Николаев.
Agabazar // 3281.96.6043
2024.12.03 00:59 | |
Кунашкал абстрактлă япаласен пĕлтерĕшĕ пысăк мар. | |
Валери ТУРКАЙ // 1099.05.4843
2024.12.07 11:22 | |
Нимле "абстраклă япала" та мар!
Чи аслăТÿре туса ан лар кунта хăвăнтан, Агабазар! Игорĕн АШШĔ питĕ вăйлă та хăватлă ЧĂВАШ пулнă! Тинĕс Çарĕн питĕ хăюллă та чăрсăр офицерĕ! Холмск ятлă хулара халь ун ячĕллĕ БИБЛИОТЕКА пур, ун ячĕллĕ ПРЕМИ те пур! Ун çинчен 9 çул каялла Питĕрте Виталий Арсентьевич ЗОЛОТОВ питĕ чаплă БУКЛЕТ пичетлесе кăларнă. Савăнмалла пирĕн, чăвашсен, çакăншăн! Валери ТУРКАЙ. 07.12ю24 |