Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: 2024 ҫулшӑн Нестер Янкас ячӗллӗ Премине пама кандидатсем тӑратаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Виталий Михайлов-Чунтупай 11.11.2024 21:59 | 1021 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
Лауреатӑн кӑкӑр ҫине ҫакмалли палли
Лауреатӑн кӑкӑр ҫине ҫакмалли палли

Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх 2024 ҫулшӑн литературӑпа искусство тата культура аталанӑвӗнче палӑрнисене Красноармейски муниципалитет округӗн Нестер Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗн ятне парассипе ҫыхӑннӑ сӗнӳсене йышӑнма тытӑнать. Кӑҫал ҫак ӗҫ 2024 ҫулхи раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗччен пырать, мӗншӗн тесен Трак енре асӑннӑ пӗрлӗх йӗркеленнӗренпе шӑп 35 ҫул ҫитет. Уяв ячӗпе ҫак кун Культура ҫуртӗнче лауреатсен пысӑк концерчӗ пулать тата ҫӗнӗ лауреатсене чыслаҫҫӗ.

Кашни ырӑ япала, пултарулӑх хӑйӗн хакне тивӗҫлех. Конкурса иртсе каякан ҫулта литературӑпа искусство тата культура шайӗнче Трак тӑрӑхӗшӗн ырми-канми ӗҫленӗ, вулакансемшӗн, куракансемшӗн уҫӑмлӑ, чун-чӗрене ҫывӑх пысӑк пӗлтерӗшлӗ сцена ӗҫӗсемпе, юрӑ-кӗвӗсемпе, куравсемпе, кӗнекесемпе, ытти литература ӗҫӗсемпе савӑнтарнӑ, хавхалантарнӑ ентешӗмӗрсем хутшӑнасса шанатпӑр эпир.

Пулас лауреатсен ӗҫ-хӗлне коллективсенче тишкерсе тухмалла, документсене тӑратса Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх правленийӗн (канашӗн) ларӑвӗнче пӑхса тухса пӗтӗмлетмелле, ӑна Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн наградӑсем паракан комиссин пӑхса тухса ҫирӗплетмелле.. Кандидатсенчен автобиографи, икӗ сӑн ӳкерчӗк, ҫирӗплетнӗ пултарулӑх характеристики кӗтетпӗр. Правлени канашӗ салари Тӗп библиотекӑн вулавӑш пӳлӗмӗнче (2-мӗш хутра) вырнаҫнӑ.

Наградӑсем парас енӗпе ӗҫлекен комисси председателӗ, Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх правленийӗн председателӗн ҫумӗ - Михайлов В.М., Красноармейски вӑтам шкулӗн вӗрентекенӗ, таврапӗлӳҫӗ, Раҫҫей пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ (2010), Чӑваш халӑх академикӗ (2015), Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗн тава тивӗҫнӗ ӑсти (2019), Н.К. Янкас ячӗллӗ Преми лауреачӗ (1999), Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн лауреачӗ (2023).

#Красноармейски районӗ, #премисем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/mixaj_58?section=upload
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем