 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
     
 Чӑваш Республикинче бензин хакне хӑпартнӑ. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх хаксем малашне те ӳсме пултарӗҫ. Вӗсен шучӗпе уйӑхран АИ-95 маркӑллӑ бензин литрӗ 33 тенкӗ пулӗ.
Чӑвашстатра пӗлтернӗ тӑрӑх ҫурла уйӑхӗ хушшинче АИ-95 маркӑллӑ бензин вӑтам кӑтартӑвӗпе 5% ӳснӗ. Паянхи кун ун хакӗ литӑршӑн - 32 тенкӗ те 16 пус, утӑ уйӑхӗнчен 1 тенкӗ те 55 пус ӳснӗ. АИ-95 бензинӑн вӑтам хакӗ ҫурла уйӑхӗнче 28 тенкӗ 90 пуса ларнӑ — утӑ уйӑхӗнчен 1 тенкӗ 42 пус нумайрах.
Паянхи кунсенче АИ-95 маркӑллӑ литр бензиншӑн заправкӑсенче ҫапларах тӑкакламалла пулӗ:
◇ «Лукойл» — 32,95 тенкӗ;
◇ «Татнефть» — 32,20 тенкӗ;
◇ «Оптан» — 32,10 тенкӗ.
Дизель топливне туяннӑ чухне вара «Лукойлта» — 33,7 тенкӗ, «Татнефтьра» — 30,80 тенкӗ, «Оптанра» — 29,50 тенкӗрен пуҫласа тӑкакламалла пулӗ.
АИ-92 маркӑллӑ бензин вара урапа водителӗсемшӗн йӳнӗрех ларӗ. Кӑшт ытларах тӳлемелле пулӗ «Лукойлта» тата «Татнефтьра», унта ҫак маркӑллӑ бензин хакӗ 29,30 тенкӗ тата 29,20 тенке ҫитет. «Оптан» заправка станцийӗнче вара ҫак бензишӑн 28,80 тенкӗ кӑна тӑкакламалла пулӗ.
Специалистсен шучӗпе, бензин хакӗ ӳснин сӑлтавӗ юлашки эрнесенчи нефть баррелӗ 109-тан 115 доллар патне ҫитсе ларнипе ҫыхӑннӑ. Вӑхӑт иртсен ҫак хак 150 доллар таранах ҫитсе ларма пултарӗ.
