Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, режиссер, сценограф, тӑлмач, профессор, СССР халӑх артисчӗ, патшалӑх премийӗне лауреачӗ, Шупашкар хулин тата Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи Валерий Яковлев 85 ҫул тултарнӑ.
Сцена ӑсти Шӑмӑршӑ районӗнчи Виҫпӳрт Шӑмӑршӑ ялӗнче ҫуралнӑ. Актер тата режиссер ӑсталӑхне Мускавра, Театр ӳнерӗн А.В. Луначарский ячӗллӗ патшалӑх институтӗнче вӗреннӗ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 57 ҫул ытла ӗҫлет.