Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Хусан чӑвашӗсем» Шупашкара килӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 09.03.2008 23:40 | 2193 хут пӑхнӑ

Алексей Наумов ертсе пыракан “Хусан чӑвашӗсем” ушкӑн юлашки вӑхӑтра концертсемпе районсене тухса ҫӳременнине вӗсен пултарулӑхне кӑмӑллакансем асӑрхаса пӑшӑрхана пуҫларӗҫ: ҫулталӑк ытла ӗнтӗ вӗсене сцена ҫинче курман. Саланса кайман-и вӗсем?..

- Кунта нимех те пӑшӑрханмалли ҫук, тет Алексей Наумов. - Пирӗн ушкӑнри пӗр-ик солистка ҫӗршыври демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатма пикеннине шута илмесен, йыш улшӑнман темелле. Сцена ҫине ҫулталӑк тухманни – эпир ҫӗнӗ альбом хатӗрленипе ҫыхӑннӑ. Кунта халӗ тытӑм самаях улшӑннӑ: юрӑсем рок кӗвӗпе кӑна мар, “айр-н-би”, “хип-хоп” юхӑмсене те шута илнӗ.

Тутарстанри чӑваш сӑвӑҫӗсемпе композиторӗсен юррисене альбома кӗртес йӑлана “Хусан чӑвашӗсем” халь те пӑхӑнса пыраҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем тӗпчевпе шырав ӗҫӗсене те вӗҫлемен. Авалхи чӑваш юррисен кӗввине улӑштармасӑр хальхи сӗм кӗртсе-пуянлатса вӗсене иккӗмӗш пурнӑҫ панипе танах. Ҫакнашкал юрӑсен шутне эпосра сыхланса юлнӑ “Ҫӗлен” те кӗрет. Ӑна ҫыртарнӑ чухне чӑн халӑх инструменчӗсемпе (тумра, купӑс, сӑрнай) усӑ курнине музыкансем пысӑк ҫитӗнӳ тесе шутлаҫҫӗ. Чӑваш халӑх юррисене стилизацилени ҫамрӑксене уйрӑмах килӗшет.

- Ҫакӑ яш-кӗрӗме тӑван чӗлхе, культура енне ҫавӑрмалли тепӗр меслет-ҫке, - савӑнать ТР чӑваш ҫамрӑкӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан “Сувар” хаҫатӑн тӗп редакторӗ Константин Малышев. – Ӗлӗкхине манакан хӑй пуласлӑхне курмасть тесе ахальтен каламан ватӑсем. Пирӗн халӑхӑн пек пуян тытӑмлӑ фольклор Атӑл тӑрӑхӗнче сахал халӑхра пур, вӑл вӗт нацин танлаштарайми ӑс-хакӑл пуянлӑхӗ. Ӑна пирӗн ӑру манса кайма тивӗҫ мар.

Хальхи вӑхӑтра ушкӑн И.Я.Яковлев 160 ҫул тултарнине халалласа концерт программи хатӗрлет. Ӑна мартӑн 7-мӗшӗнче Теччӗ районӗнчи Аслӑ Ӑнӑ ялӗнче пурӑнакансем хаклама ӗлкӗрчӗҫ ӗнтӗ. “Хусан чӑвашӗсем” килсе кайнӑ хыҫҫӑн чӑваш эстрада музыкин культури ҫине урӑхларах пӑхакансем ҫак ялта та йышланчӗҫ. Юрӑсен тытӑмӗ пирки те пӗр-ик сӑмах хушмалла. Унта эпир итлеме хӑнӑхнӑ “юратупа ырату” питӗ сахал. Ҫӗнӗ альбомра ытларах патриотла юрӑсем теес килет. Унӑн ячӗ те альтернативӑлла: “Иккӗшӗнчен пӗри”. Юрлакансем куракансемпе итлекенсене юрӑ тӗнчинчи ҫӗнӗ юхӑма суйласа илме сӗнеҫҫӗ. Ҫакнашкал юрӑсем “Чӑвашрадио” йӗркелекен “Кайри-мала” хит-парадри пӗрремӗш вырӑнсене тухни вӗсем Чӑваш Республикинчи итлекенсене килӗшнине пӗлтерет. Хальхи вӑхӑтра хит-парадра пурте пӗлекен “Кукамипе кукаҫин” “айр-н-би” варианчӗпе паллашма пулать.

Концертра “чӗрӗ” интструментесемпе усӑ куракан ҫамрӑк юрӑҫсем апрелӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарти Филармонире пысӑк уяв программи кӑтартма хатӗрленеҫҫӗ. Тутарстанри яш-кӗрӗм пуҫарӑвне асӑрхама ӗлкӗрнӗ. Концерт йӗркелеме информаци тӗлӗшӗнчен артистсене “Сувар”, “Хыпар” хаҫатсем, “Чӑвашрадио”, ГТРК “Чувашия” телеканал, “Сhuvash.org” инетернет-пӗрлӗх пулӑшса пыраҫҫӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: “Сувар” хаҫат.

#Шупашкар, #концертсем, #Хусан чӑвашӗсем, #Аслӑ Ӑнӑ, #Теччӗ районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем