Ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Ямаш ялӗнче ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Ӑна «Сывлӑх сыхлавӗ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн хута янӑ.
Ҫӗнӗ ФАПра ҫынсене медпулӑшу памалли йӑлтах пур. Пӳлӗмсем хӑтлӑ та таса, сӗтел-пукан ҫӗнӗ, медоборудовани ҫӗнӗ.
Сӑмах май, Хӗрлӗ Чутайри тӗп пульницӑна сакӑр ҫӑмӑл машина тата пӗр автобус, куҫса ҫӳрекен ФАП, панӑ. Округра пӗтӗмпе 14 ФАП хута янӑ, 4-шне юсанӑ.