Паян ЧР Элтеперӗ Олег Николаев «Тӗплӗ юсав фончӗн» директорне Светлана Барановӑна хушупа ӗҫрен кӑларнӑ.
56 ҫулти Светлана Баранова ку должноҫре 2022 ҫулхи кӑрлачранпа ӗҫленӗ. Кунта киличчен вӑл ҫакнашкал тытӑмрах Севастопольте вӑй хунӑ, анчах ертӳҫӗсен асӑрхаттарӑвӗсем хыҫҫӑн ӑна ӗҫрен кӑларнӑ.
Аса илтерер: ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Тӗплӗ юсав фондӗнче» ухтарусем пулнӑ. Пӳлӗмсенче документсене тӗрӗсленӗ. Светлана Барановӑна ун чухне допроса та илсе ҫитернӗ.