Ҫуркунне пуҫланнӑранпа иртнӗ эрнекун чи ӑшӑ кун пулнӑ. Кӗҫӗр вара 7 градус таран сивӗтнӗ. Ҫавӑнпа юр питех хӑвӑрт ирӗлмест, хальлӗхе вӑл 60 сантиметр хулӑнӑш.
Ҫитес вӑхӑтра ҫанталӑк питех улшӑнмӗ. Ҫӗрле вырӑнӑн-вырӑнӑн юр ҫума пултарать. Кӑнтӑрласерен уяр ҫанталӑк тӑрӗ, термометр 2-4 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Эрне варринче ҫӗрле 10-15 градус таран сивӗтӗ.
Канмалли кунсенче кӑштах ҫумӑр ҫума пултарать. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере ака уйӑхӗнчи пек 10-15 градус ӑшӑ пулма пултарать. Ун чухне те уяр ҫанталӑк тӑрӗ.