Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Сувар» хаҫат викторина ирттерет

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 03.03.2008 10:46 | 1780 хут пӑхнӑ

Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӑмӑр Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитет. Тӑван чӗлхе аталанӑвӗшӗн, чӑваш халӑхӗшӗн ҫав тери пысӑк ӗҫсем туса хӑварнӑ вӑл. Иван Яковлевич кашни чӑвашшӑн Турӑ вырӑнӗнче. «Нарӑсӑн 21-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне паллӑ тунӑ май хамӑр халӑха хут вӗрентес тесе вӑй-халне шеллемен аслӑ ҫыннӑмӑра И.Я.Яковлева халалласа викторина ирттерес терӗмӗр» — тесе палартаҫҫӗ суварҫӑсем. Кӑмӑл тӑвакансем пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ унта. Пур ыйту ҫине те тӗп-тӗрӗс хуравланисене «Сувар» хаҫат редакцийӗнчен парнесем кӗтеҫҫӗ. Чи хастар шкула редакцин Тав хучӗпе ятарлӑ парни кӗтеҫҫӗ.

 

«Сувар» редакцийӗ викторина хуравӗсене акан 20-мӗшӗччен йышӑнать, И.Я.Яковлев ҫуралнӑ кунӗ тӗлне пӗтӗмлетме шутлать. Хуравсене почта урлӑ ярас пулсан конверт ҫине «Викторинӑна» тесе ҫырма ан манӑр. Хӑвӑрӑн ятӑра, хушаматӑра, адресӑра, хӑш шкулта, миҫемӗш класра вӗреннине (е ӗҫленине) палӑртма ан манӑр. Ҫавӑн пекех викторина хуравӗсене «Суварӑн» электронлӑ адресӗпе те ярса пама пултаратӑр: suvar@mail.ru.

 

Викторина пирки тӗплӗнрех: http://suvar.su/913.html

#чӑваш чӗлхи, #викторинӑсем, #Тутарстан

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем