Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗнче ӗҫленӗ Пётр Краснова ӗҫрен кӑларнӑ. 175-мӗш номерлӗ йышӑнӑва республика ертӳҫи паян, нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Комсомольски тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ Пётр Краснов — философи наукисен кандидачӗ. Тӗрлӗ ҫулта Чӑваш Енӗн Президент Администрацине ертсе пынӑ; пичет, социаллӑ политика, культура министрӗ пулнӑ; Чӑвашстат ертӳҫин ҫумӗнче ӗҫленӗ.
«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат шухӑшланӑ тӑрӑх, Краснова контракт вӗҫленнипе ӗҫрен кӑларма, 2022 ҫулти пек ӑна каллех ҫав вырӑна шанса пама пултараҫҫӗ.
Валери ТУРКАЙ // 5886.3.6615
2024.03.02 06:57 | |
Agabazar // 1155.90.1776
2024.03.04 13:43 | |
Контракта миçе çуллăха майлаштраççĕ? | |

Хăшĕ-пĕри ан пит васкатăр çак пур енĕпе те питĕ пултаруллă чăн-чăн чăваша ир "пытарма"!
Петр Степанович КРАСНОВ пеккисем пур регионта та çук!
Валери ТУРКАЙ. 02.03.2024