Чӑваш Енри прокурорсем хӑйсен ӗҫтешне Зелфинас Карамана тава тивӗҫлӗ канӑва ӑсатнӑ.
Карама прокуратура тытӑмӗнче 1983 ҫултанпа тӑрӑшнӑ. Юлашки ҫулсенче вӑл Шупашкар районӗн прокурорӗ пулнӑ. Надзор органӗнче 40 ҫул ытла тимленӗ 65 ҫулти прокурора тава тивӗҫлӗ канӑва савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ӑсатнӑ.
Сӑмах май каласан, унӑн ывӑлӗ Ленар Карама Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи прокуратурӑна 2021 ҫултанпа ертсе пырать.