Шупашкар хулинче пурӑнакан Елена Мусатова ачаранпах дизайнер пулма ӗмӗтленнӗ. Анчах тава тивӗҫлӗ канӑва тухсан ҫеҫ хӑйӗн унчченхи ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртме пултарнӑ.
Хӗрарӑм пӗлтӗрхи ҫулла Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ҫӳреме пуҫланӑ. Вӑл унта япала касса ҫӗлекенсен кружокне ҫырӑннӑ.
Ӗҫ инструкторӗ пулӑшнипе чи малтанах платье ҫӗленӗ. Кайран пальто ҫӗлесе тӑхӑнма шухӑшланӑ. Ӑшӑ тума Мускав облаҫӗнчи Павловский Посад хулинчи фабрикӑра туса кӑларакан ҫӑм тутӑрпа илемлетнӗ. Сӑмах май каласан, тӗнчипе паллӑ Вячеслав Зайцев кутюрье те ҫав тутӑрсемпе усӑ курма юратнӑ.