Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

«Чӑваш Ен» санатори директорӗ пулнӑ Юрий Симунов ӗнер, раштавӑн 14-мӗшӗнче, пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 65 ҫулта пулнӑ.
Юрий Леонидович Тутарстанра ҫуралнӑ, Хусанти патшалӑх медицина институтӗнче вӗреннӗ. Ӗҫ стажне Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницинче педиатрта ӗҫлесе пуҫланӑ. 1992-1999 ҫулсенче вӑл «Волжские зори» санатори директорӗн ҫумӗ пулнӑ. 2000-2019 ҫулсенче вара «Чӑваш Ен» санатори тӗп директорӗ, тӗп тухтӑрӗ шутланнӑ. Унтан «Чувашиякурорт» санатори тӗп директорӗнче ӗҫленӗ.
Юрий Симунов – ЧР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ. Унпа раштавӑн 17-мӗшӗнче Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 9-мӗш ҫуртра 11 сехет ҫурӑра сыв пуллашӗҫ.
Agabazar // 2071.24.7685
2023.12.15 18:48 | |
СимУнов. | |
Валери ТУРКАЙ // 5886.3.6615
2023.12.16 05:28 | |
Шел, питĕ шел! Пурăнмалла та пурăнмаллаччĕ-ха!
Чуну Ҫӳлти Патшалӑхра пултăр, Юрий Леонидович! Валери ТУРКАЙ | |
