«Раҫҫейри ҫулталӑк йывӑҫӗ» конкурса кӗҫех официаллӑ майпа пӗтӗмлетӗҫ. Унта кам ҫӗнтерни вара халех паллӑ.
Чӑваш Енри 372 ҫулти юман чи нумай сасӑ пухса пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Вӑл Муркаш районӗнчи Ильинка тӑрӑхӗнче ӳсет.Уншӑн 21577 ҫын сасӑ панӑ.
Иккӗмӗш вырӑнта - Белгород облаҫӗнчи юман. Виҫҫӗмӗш вырӑнта вара - Питӗрти йывӑҫ.
Аса илтерер: сасӑлава ҫӗршыври 69 ҫутҫанталӑк палӑкӗ хутшӑннӑ. Сасӑлав ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ та паян вӗҫленет. Конкурсра ҫӗнтернӗ регион пуҫлӑхне диплом тата «Раҫҫейри ҫулталӑк йывӑҫӗ» астӑвӑм хӑмине парӗҫ. Ҫавӑн пекех ҫӗнтерӳҫӗ-регион йывӑҫа пӑхса тӑмалли сертификата тивӗҫӗ.