Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Экономика: Чӑваш таварӗ ҫине мӗншӗн ют чӗлхепе ҫыраҫҫӗ?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 06.07.2023 12:36 | 32677 хут пӑхнӑ
Экономика

Чӑваш Енре туса илекен продукци ҫине мӗншӗн ют чӗлхепе ҫыраҫҫӗ? Ҫакӑн пек пост пичетленӗ Телеграмри каналсенчен пӗринче. Ку ыйтӑва асӑннӑ канала вулакансенчен пӗри хускатнӑ.

«Почему у нас в Чувашии пишут на иностранном языке? Производитель Чув элеватор» (чӑв. Мӗншӗн пирӗн Чӑваш Енре ют чӗлхепе ҫыраҫҫӗ? Производителӗ Чӑваш элеваторӗ), — ҫырса хунӑ ҫав постра. Кунта сӑмах Шупашкарти элеватор пирки пырать.

Асӑннӑ поста вуланисене ку ыйту тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтернӗ. Асӑннӑ продукцие Казахстана ӑсатаҫҫӗ, ҫавӑнпа унти чӗлхепе ҫырни йӗркеллӗ пулӑм. Канала вуласа тӑракансем палӑртнӑ тӑрӑх, «Акконд» кондитер фабрики, ав, китай чӗлхипе те ҫырать, мӗншӗн тесен продукцие унта ӑсатаҫҫӗ.

#экономика, #фабрикӑсем, #апат-ҫимӗҫ, #Казахстан, #Китай, #элеватор

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pro_cheby/6128
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3031.45.5609
2023.07.06 13:11
Agabazar
Вырăсла мĕншĕн çыраççĕ — «иностраннăй» чĕлхепе те çав сăлтавпах çыраççĕ.

Пĕрремĕш ыйтавне хуравла — вара иккĕмĕш ыйтăвăн хуравне те пĕлен.
Agabazar // 3031.45.5609
2023.07.06 13:13
Agabazar
Казахстана ăсатаççĕ тесе ăнлантарни тĕрĕс мар.


Мĕншĕн тесен сирĕн алăри тавар, авă. Казахстана çитеймен. Апла пулин те унта казахла çырни пур.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем