Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Республикӑра «Тӑван радио» «калаҫма» пуҫлӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 24.07.2013 12:00 | 1420 хут пӑхнӑ

Паянхи технологи тапхӑрӗнче массӑллӑ информаци хатӗрӗсем вӑйлӑ аталанаҫҫӗ. Тӗнчере пулса иртекен ӗҫ-пуҫсене паян телевизорта кӑна мар Тӗнче тетелӗнче те пӗлме майсем пур. Унсӑр пуҫне ҫынсем радио мелӗпе те усӑ кураҫҫӗ. Республикӑра та радио итлесси анлӑ сарӑлнӑ. Ҫынсен кӑмӑлне ытларах тӑван чӗлхепе пуплекен радио килӗшет.

Утӑн 5-мӗшӗнче Роскомнадзор «Тӑван радиовне» лецензипе тивӗҫтернӗ, ҫапла вара ҫитес вӑхӑтра ҫӗнӗ «сасӑ» итлекенсене хавхалантарма тытӑнӗ. Документпа килешӳллӗн радиоканал ҫулталӑк вӗҫӗнче хӑйӗн ӗҫне пуҫлать. Вӑл кунӗн-ҫӗрӗн икӗ чӗлхепе: вырӑсла тата чӑвашла янрӗ. Эфирсенче тӗп пай кӗвеллӗ, пӗлтерӳпе аналитикӑллӑ тата культурӑпа вӗренӳ передачисем йышӑнӗҫ.

Аса илтеретпӗр, 2012 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗнче «Тӑван радио» («Родное радио») федераллӑ конкурсра Шупашкарта 100,3 МГц хумпа калаҫма ятарлӑ ирӗк ҫӗнсе илнӗ. Ҫӗнӗ массӑллӑ информаци хатӗре «Чӑваш Енӗн наци телерадиокомпанийӗн» пуҫарӑвӗпе ҫуралнӑ. Паянхи куна Чӑваш Енӗн наци радиовӗ 72,41 МГц тата 105,0 МГц хумсенче «калаҫать». Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта чӑваш халӑхӗн ҫур яхӑн (47%) ҫынни пурӑнать пулин те вӗсен наци радиовне итлеме майсем ҫук (ун сасси Кӳкеҫ патӗнче татӑлать теҫҫӗ). Лицензи ҫӗнсе илнӗ хыҫҫӑн вара Чӑваш наци радиовӗ республикӑна туллинех ҫавӑрса илме пултарать.

Паянхи куна ҫӗнӗ МИХӑн эфирӗсене йӗркелессипе ӗҫ пырать.

#радио, #Шупашкар, #Ҫӗнӗ Шупашкар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем