Паян Вӑрмар районӗнчи Ямпай ялӗнче ҫӗнӗ культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ. Ӑна "Клуб йышши муниципалитет учрежденийӗсен строительстви тата модернизацийӗ" республикӑри ҫумпрограмма пулӑшнипе хута янӑ.
"Халӗ ку тата ҫывӑхри ялсенче пурӑнакансен пултарулӑхне аталантарма май пулӗ. Кунта условисем хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑраҫҫӗ, аппаратура лайӑх, зал хӑтлӑ. Вӑхӑта туслӑ, усӑллӑ ирттерме пулать", - тенӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев.