Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сывлӑх: Тава тивӗҫлӗ тухтӑр пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 27.03.2023 18:37 | 1192 хут пӑхнӑ
Сывлӑх
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Республикӑн мануаллӑ терапи центрӗн тӗп тухтӑрне Алексей Волкова юлашки ҫула ӑсатнӑ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗн чӗри пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче тапма чарӑннӑ. Вӑл 57 ҫулта пулнӑ.

Алексей Зинонович 1965 ҫулта Канаш районӗнчи Сиккассинче ҫуралнӑ. 1988 ҫулта вӑл тухтӑр пулма вӗренсе тухнӑ. Унтан травматологипе ортопеди енӗпе ординатурӑра вӗреннӗ. Вертебро-неврологи енӗпе специалист пулнӑ май 1990 ҫулта Хусанти патшалӑх медицина академийӗнче виҫӗ уйӑхлӑх курсра пӗлӗвне туптанӑ.

1991 ҫултанпа Алексей Волков Республикӑн мануллӑ терапи центрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Тепӗр пилӗк ҫултан ӑна тӗп врачӑн заместителӗ пулма шаннӑ, 2000 ҫултанпа центрта тӗп врач пулса тӑрӑшма тытӑннӑ.

#Канаш районӗ, #тухтӑрсем, #Сывлӑх сыхлав министерстви, #сывлӑх, #Сиккасси

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2816.18.9163
2023.03.27 20:57
Agabazar
СССР тата РФ Вĕрентÿ академийĕн чăн пайташĕн Геннадий Никандрович Волковăн шăллĕн ывăлĕ (йăхсемĕ).
Алексин // 3014.08.7320
2023.03.28 14:33
"Мануаллă терапине" чăвашсем ĕмĕрех "ал вĕççĕн сыватани" тенĕ. Çак сăмахсене асăннă клиника пĕрени çине те çырса çапнă.
Алексин // 3014.08.7320
2023.03.28 14:37
Т Ÿ Р Л Е Т Н И: "Мануаллă терапине" чăвашсем ĕмĕрех "ал майăн сыватни" тенĕ. Çак сăмахсене асăннă клиника пĕрени çине те çырса çапнă.
Валери ТУРКАЙ // 3221.65.1489
2023.03.29 06:06
Питӗ шел. Питӗ пысӑк ҫухату. Чунӗ Ҫӳлти Патшалӑхра пултӑр. Ҫапла пулать те.
Алексей Волков патӗнче сипленнисем ҫак тӗлӗнмелле пултаруллӑ Тухтӑра тата Ҫынна ырӑпа ҫеҫ аса илеҫҫӗ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем