Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Филипп Лукин ячӗллӗ конкурс иртет

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 19.03.2023 10:33 | 1461 хут пӑхнӑ
Культура

Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче Ф.М. Лукин ячӗллӗ «Тӑри» Пӗтӗм тӗнчери III вокалпа хор конкурсӗ уҫӑлнӑ.

Пултарулӑх ӑмӑртӑвне РСФСР халӑх артисчӗ, Красноармейски районӗнче ҫуралнӑ Филипп Лукин ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Конкурс пуш уйӑхӗн 17-19-мӗшӗсенче иртет.

#культура, #ЧППУ, #композиторсем, #конкурссем, #пултарулӑх

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/club207479883
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Любовь // 4281.08.7282
2023.03.19 12:08
Фëдор Лукин мар, Филипп Миронович Лукин. Статья ятне тӳрлетӗр, тархасшáн
Базиль Кириллов // 7671.0.0611
2023.03.19 13:10
Ай, тур-тур, мăкка. Лукин ятне те мана пуçларăмăр та...
2023.03.19 13:35
Аçтахар Плотников
Ctrl+Enter пусса йӑнӑш пирки пӗлтерме май пур.
Базиль Кириллов // 7671.0.0611
2023.03.19 19:36
Хаçатра пулсан куншăн автора лекет.
ялтан // 7671.0.0611
2023.03.19 20:55
Культура ишĕлсе пынине çирĕплетекен тĕслĕх, монографисемпе статьясене кĕрсе кĕрсе юлатех ĕнтĕ. Тен, хăшĕсем кăна культурăн пурнăçри вырăнĕ чакса пырать теме пăхĕç, кунпа ниепле те килĕшме çук.
Алексин // 7671.0.0611
2023.03.19 21:20
Мĕн тĕлĕнмелли пур, С. Каликова издательствона пырсанах Хирбю лучший чувашский художник текелетчĕ.
2023.03.20 09:34
Таисия Ташней
Асӑрхаттарушӑн пурне те пысӑк тав!



Айӑплӑ. Васканӑ. Хыпарсем ҫыракан ҫын автоматланса каять))). Филипп Лукина пӗртте кӳрентерес теменччӗ. Чӑвашлӑхпа тата чӑвашсемпе ҫыхӑннӑ хыпарсене сумлӑ чӑвашсене сума сунӑран, вӗсен ячӗсене кӑштах тӗшмӗртнӗрен хатӗрлетӗп.



Ҫав хыпара ҫырнӑ чухне Раҫҫейри йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвне пӑхса лараттӑм. Скиатлон мӗнле вӑйлӑ пулчӗ! Нивушлӗ Анастасия Кулешова Наталия Непрявӑран юлмӗ-ши тесе хыпса-ҫунса лартӑм. Настьӑшӑн кӑштах пӑшӑрхантӑм, Елизавета Пантринӑшӑн савӑнтӑм. Кайран тата Сергей Устюговпа Александр Большуновран хӑшӗ маттур пулӗ-ши тесе шухӑшларӑм.
2023.03.20 11:14
Аçтахар Плотников
«Хаçатра пулсан куншăн автора лекет.»
Авторне лекет. Штрафлатпӑр. //пирӗн корректор ҫук ҫав. Авторсем ҫырни вулакана тӳрех курӑмлӑ пулса тӑрать. Хаҫатсенче вара автор ҫырни курӑмланиччен малтан корректор алли урлӑ тухать.
Базиль Кириллов // 7671.0.0611
2023.03.20 13:11
Йăнăш тени çапла çав вăл, шыв пек, çулне темле сыхласан та тупать.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем