Хваттер илес ӗмӗтпе тӳпене кӗрсе укҫа хывнисене ҫурт-йӗр тӑвакансенчен хӑшӗсем самай ҫынна шӑнман пӑр ҫине лартса ячӗҫ. Юрӗ-ха, укҫа-тенке куҫман пурлӑха хывас тесе кӑна хваттер тунӑ ҫӗре янӑ пулсан тата аптӑрамӗ-ха темеллеччӗ-ши? Хӑйсем пурӑнакан хваттере е пӳлӗме сутса укҫа хывнӑ пулсан вара?..
Кӑҫалхи ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне Шупашкарта ҫӗклеме пуҫланӑ, анчах вӗҫне ҫитереймен нумай хвтатерлӗ ҫичӗ ҫурт пулнӑ тӑк, ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле тӑваттӑ ҫеҫ юлмалла. Килес ҫул вӗсене пурне те хута ярса хуҫисене хваттерлӗ тӑвасшӑн иккен.
Ҫапах та, тӗлӗнмелле пек те, анчах вӑраха тӑсӑлса кайнӑ объектсен ыйтӑвӗсене татса пынӑ вӑхӑтра ӗҫ-пуҫа вӗҫне ҫитересси пирки шиклентерекен самантсем тупӑнса пыраҫҫӗ иккен. Акӑ, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков «Байконур» текен микрорайон пирки пӑшӑрханса калаҫнӑ-мӗн. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, унта ҫурт-йӗр хӑпартма юраманни чаракан суд йышӑнӑвӗ те пур-мӗн. Ҫапах та ӗҫ малалла пырать, строительсем хваттерсене сутаҫҫӗ имӗш. Саккунлӑ мар майпа хӑпартнӑ ҫуртра хваттер илекенсен кайран мӗн тумалла тет?