Кӑҫалхи ҫу кунӗсенче вӑйлӑ ҫумӑр та, хӑрушӑ аслати те, йывӑҫсене хуҫакан ҫил-тӑвӑл та пулчӗ. Вӗсем те пуль этеме шырлӑх нумаях кӳнӗ. Ҫапах та пӗр енчен пӗлтерӗшсӗр шӑрӑх кунсем ҫынна тата та нумайрах шар кӑтартнӑ. Хытӑ хӗртекен хӗвелтен тарса кӳлӗ таврашне кӗрсе нумайӑшӗ лӑпкӑллӑх шыраҫҫӗ, унта вара вӗсемпе тӗрлӗ пӑтӑрмахсем пулса иртеҫҫӗ.
Чӑваш Енри Раҫҫейӗн ИӖМ служби пӗлтернӗ тӑрӑх кӑҫал республикӑра шыв-шур таврашӗнче пурӗ 29 инкек тухнӑ, вӗсенчен 24 ҫынӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Нумай чухне инкек шыва кӗме юраман вырӑнсенче ишекенсемпе тата «хӗренкеленнисемпе» пулать иккен.
— Паян, утӑн 16-мӗшӗнче, 11:30 сехетсенче Ҫӗмӗрле хулинчи «Статуй пӗвере» ҫын путса вилнӗ, — пӗлтереҫҫӗ ведомствӑра. — Путакан хӗрарӑм ишме юраман вырӑна ӳсӗрле кӗнӗ, ҫакӑ вара ӗнтӗ инкеке лекнӗ сӑлтавӗ пулнӑ та.
Иртнӗ эрнекун, утӑн 12-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Типнер ялӗнче 50 ҫулхи арҫын путса вилнӗ. Шӑматкун, утӑн 13-мӗшӗнче, шыв-шурта вара Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Вӑрмарта пурӑнакан 56 ҫулхи арҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Икӗшӗ те ӳсер пулнипе инкеке лекнӗ.
Кун йышши пӑтӑрмахсене шута хурса этемӗн асӑрхануллӑрах пулас пулать. Ӳсӗрле ӑҫта кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗрте шыва кӗрес йӑлана прахӑҫламалла.