Мари Элта пурӑнакан арҫын трактор утянма хӑтланса 490 пин тенкӗ укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Пӑтӑрмаха ҫакланнӑскер пирӗн республикӑри Етӗрне районӗнчи йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Арҫын каланӑ тӑрӑх, тӗнче тетелӗнче вӑл ял хуҫалӑх техникине сутасси ҫинчен пӗлтерӳ курнӑ хыҫҫӑ ҫав номерпе шӑнкӑравланӑ. Палламан ҫын трактор пурри ҫинчен пӗлтернӗ, пырса курма сӗннӗ. Трактор Етӗрне районӗнчи пӗр ялта-мӗн, анчах хуҫине пӗлтерме хушман, вӑрттӑн пырса пӑхма сӗннӗ, ахальлӗн йӳнӗрехпе сутма май килмӗ тесе тыттарнӑ.
Каланӑ — тунӑ. Мари Эл ҫынни Етӗрне районне ҫитсе трактора пӑхса кайнӑ, унтан палламан ҫынна 490 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Трактор хуҫи вара техникӑна сутма килӗшмен, эп укҫа илмен тенӗ.
Укҫана илекенни, чӑн та, урӑххи пулнӑ.