Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хӗсмет: Каччӑсене ҫара 21 ҫултан илме тытӑнасшӑн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 21.12.2022 17:37 | 1141 хут пӑхнӑ
Хӗсмет
discover24.ru сайтри сӑн
discover24.ru сайтри сӑн

РФ Хӳтӗлев министерствин пуҫлӑхӗ Сергей Шойгу ҫара илмелли ӳсӗме пӗчӗкшерӗн пысӑклатмаллине каланӑ. Ку ыйтӑва паян министерствӑн анлӑ ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Унта РФ Президенчӗ Владимир Путин та тухса калаҫнӑ.

Шойгу ҫара илмелли ӳсӗме 21 ҫула ҫитерме сӗннӗ. Кайри ӳсӗм – 30 ҫул. Службӑна килсен пӗрремӗш кунхинех контракт ҫырма май туса памаллине те каланӑ.

Ҫавӑн пекех министр Раҫҫейри ҫар ҫыннисен йышне 1,5 миллиона ҫитерме сӗннӗ. Вӗсен йышӗнче контрактниксем – 695 пин ҫын таран. 2023 ҫул вӗҫӗччен контрактниксен йышне 521 пин ҫын таран ҫитермелле.

#президент, #тӳре-шара, #хӗсмет

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 9163.4.2819
2022.12.21 18:08
Agabazar
Темшĕн оборона тени килĕшмен тата??
Сергей Пятаков // 3155.75.8628
2022.12.22 09:27
Акапасар, халĕ те пĕлместĕн-и çавна? Сайта çыракансем - пурте пуристсем! Вĕсем вырăсла сăмахсенчен шуйттан латăнран хăрана пек хăраççĕ!
Сергей Пятаков // 3155.75.8628
2022.12.22 09:29
''Тухса калаçнă'' мар, тухса каланă. Тÿрлетĕр.
2022.12.22 19:28
Аçтахар Плотников
«Сайта çыракансем - пурте пуристсем!»
Аха ӗнтӗ! Контракт, служба, контрактник — шӑп ӗнтӗ пуристсен лексиконӗ.
Тепри Ctrl+Enter пусса ҫавсене юсама сӗнсе йӑлӑхтарчӗ. Тӳрлетмесен ҫӗр хут ярса тарать тата…
Сергей Пятаков // 3524.8.7064
2022.12.22 21:16
Аçтахар, нумай вуланă май, çакна пĕлтĕм: ''тухса калаç'' тесе çырни писательсемпе журналистсем чи тăтăш тăвакан йăнăш. Çын тухса каласмасть, тухса калать! Калаçаççĕ карчăксем подъезд уменче. Кунсăр пуçне, çыракансем часах ''ир-ирех'' сăмахпа тĕрĕс мар усă кураççĕ (тĕслĕхе, çак предложенире: вăл паян ир-ирех колхозалла уттарчĕ). Ир-ирех сăмах ''по утрам'' тенине пĕлтерет.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем