Хӗрарӑм ачасене ашшӗ хӗнет тесе полицие пӗлтернӗ. 32 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2017 ҫултан пуҫласа кӑҫалхи авӑн уйӑхӗччен 8-13 ҫулсенчи виҫӗ ачине хӗненӗ, психика тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗ. Кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче аслӑ хӗрӗ тӗлӗшпе ясар ӗҫсем тунӑ. Ун чухне хӗрача 13 ҫулта пулнӑ.
Ачасен амӑшӗ кун пирки полицие пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑн арҫынна тытса чарнӑ.
Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.