Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сывлӑх: Ӑсчахсем пыл сурансене хӑвӑртрах тӳрленме пулӑшнине асӑрханӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 22.09.2022 15:59 | 720 хут пӑхнӑ
Сывлӑх
Сӑнӳкерчӗк: Global Look Press/XinHua/Mohammed Mohammed
Сӑнӳкерчӗк: Global Look Press/XinHua/Mohammed Mohammed

Англири Манчестер университетӗнчи ӑсчахсем ҫапла пӗтӗмлетӳ тунӑ: пылӑн ҫӗнӗ клеткӑсене хӑвӑрт ҫуратакан тата микробсемпе кӗрешекен пахалӑх пур, ҫавна май унпа сурансене хӑвӑртрах тӳрлетес тесен усӑ курма пулать. Кун пирки MDPI медицина кӑларӑмӗнче хыпарланӑ.

«Ридус» палӑртнӑ тӑрӑх, экспертсем 85 ҫул хушшинче пичетленнӗ 250 ӑслӑлӑх статйине пӗтӗмлетсе тишкернӗ те пылпа пӗрле усӑ курнӑ чухне вӑйлӑ бактерисем антибиотиксене лайӑхрах парӑннине асӑрханӑ.

Унсӑр пуҫне тӗпчевсем кӑтартнӑ тӑрӑх пыл микробсемпе лайӑх кӗрешет, ӑсчахсем вӑл кӑмпапа вируссене пӗтерме е вӗсем сарӑлассине вӑрахлатма пултарнине асӑрханӑ.

Ҫав хушӑрах сурансене хӑвӑртрах тӳрленме усӑ куракан ҫыхӑсемпе усӑ курнӑ чухне ҫак ҫимӗҫӗн тухӑҫлӑхӗ чакать — вӗсем пылри усӑллӑ япаласене сурана лекме чӑрмантараҫҫӗ.

Тӗпчев ӗҫӗн ертсе пыракан авторӗ Джоэл Юпанки Миелес каласа панӑ тӑрӑх, пыл пӗрлешӗвӗсенче антимикроблӑ тата ҫӗнӗ клеткӑсене хӑвӑрт ҫуратакан агентсем пур, вӗсемпе ӳте сыпӑнтарма е антибиотиксене йышӑнман чухне усӑ курма пулать. Ҫав хушӑрах, вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсен ӗҫне тишкерсе тата пылри ҫав агентсен ӗҫне лайӑхрах ӑнланас тӗлӗшпе тӗпчевсене малалла тӑсмалла, калӑпӑр, ахаль майпа тата хӑрушлӑх кӑлармасӑр сурана илсе ҫитермелли меслетсене тупмалла.

Маларах авӑн уйӑхӗнче врач-терапевт, диетолог медицина наукисен докторӗ Маргарита Королева «Мускав 24» каналпа калаҫу ирттернӗ май импӗр, лимон тата пыл ярса хутӑштарнӑ шыв иммунитета ҫирӗплетме чи лайӑх напиток тенӗ. Тӗслӗхрен, врач палӑртнӑ тӑрӑх, пыл пыршӑлӑх микрофлорине ырӑ витӗм кӳрет.

Кӑрлач уйӑхӗнче Андрей Золотарев диетолог хӗллехи вӑхӑтра пыл тӗлӗшпе асӑрхануллӑрах пулма чӗнсе каланӑччӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, шартлама сивӗре килтен тухиччен ӑна ҫимелле мар. Пыл организма вӑйлӑ ӑшӑтнӑран ӑна килте ларнӑ чухне ҫеҫ ҫӑвара хыпмалла. Пӗтӗмӗшле илсен пӑсӑласран сыхланма вӑл ӳт температурине ӳстерме пултаракан апат-ҫимӗҫ ҫиесрен сыхланма чӗнсе каланӑ. Мӗншӗн тесен, температура диапазонӗ мӗн чухлӗ пысӑкрах, ҫакӑ организма ҫавӑн чухлӗ ытларах сиен кӳрет.

2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Андрей Бобровский врач-диетолог шӑнса пӑсӑлнине пылпа тата лимонпа сиплени кама сиен кӳме пултарни пирки каласа кӑтартнӑ. Специалист каланӑ тӑрӑх, пылпа, импӗрпе тата лимонпа шӑнса пӑсӑлнӑ чухне анлӑ усӑ кураҫҫӗ, вӗсенче иммун тытӑмӗн ӗҫне лайӑхлатма пултаракан витаминсемпе усӑллӑ япаласем нумай. Ҫав хушӑрах пыла виҫине пӗлмесӗр ҫисен ҫын хӑйне вӑйсӑр туйма, ыйхӑланма тата мӑнтӑрланса кайма пултарать. Лимонри йӳҫек вара хырӑмлӑх-пыршӑлӑх ҫулне сиенлетме пултарать. Уйрӑмах гастритпа аптӑракан ҫынсен лимонпа апатра асӑрханса усӑ курмалла. Импӗр апат ирӗлтерекен тытӑм ӗҫне лайӑхлатать, анчах та хӑш-пӗр чухне хырӑмлӑх-пыршӑлӑх тӗлӗшпе сывлӑха сиенлетме пултарать.

2020 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Аслӑ Британири Оксфорд университечӗн ӑсчахӗсем ОРВИ-пе аптӑранӑ чухне пыл ҫини чиртен сывалма пулӑшнине ҫирӗплетсе панӑ. Ӑсчахсен шухӑшӗпе, чир вӑхӑтӗнче пылпа усӑ курни антибиотиксем йышӑнассинчен хӑтарма пултарать, хӑш-пӗр чухне организм вӗсене хӑнӑхать те вӗсем вара пулӑшма пӑрахаҫҫӗ.

#Манчестер, #тӗпчевсем, #ӑсчахсем, #пыл, #сывлӑх, #Аслӑ Британи

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем