 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
     
 Ҫӗртмен 27-мӗшӗнче республика ҫулӗ-йӗрӗнче 5 пӑтӑрмах таранах тухнӑ пулнӑ, вӗсенче 6 ҫын аманнӑ. Тӗслӗхрен, ҫав кун 8:15 сехетсенче Ҫӗрпӳ–Красноармейски ҫул синче «Лада-211440» урапапа пыракан 53 ҫулхи водитель хирӗҫле ҫул ҫине тухнӑ пулнӑ. Вӑл иккен хӑйӗн умӗнче пыракан «ГАЗ-271211» урапана иртсе каясшӑн пулнӑ. Анчах «Газель» ҫул тӑваткӑлӗнче сулахай еннелле пӑрӑнма тытӑннӑ, ҫапла вара «Ладӑпа» ҫапӑннӑ.
Сиксе тухнӑ пӑтӑрмахра ҫӑмӑл урапа ҫинче ларса пыракан 30 ҫулхи хӗрарӑм тата 2 уйӑхри ача сусӑрланнӑ пулнӑ. Иккӗшне те вӗсене васкавлӑ пулӑшупа пульница леҫнӗ. Кунта, паллах, «Лада» машинӑн водителӗ айӑплӑ — ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркипе ҫул тӑваткалӗнче ытти машинсене хӑваласа иртсе кайма юраманни пирки маннӑ-тӗр.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Силикат урамӗн таврашӗнче вырнаҫнӑ чарӑну ҫывӑхӗнче 15:15 сехетре тата тепӗр пӑтӑрмах сиксе тухнӑ пулнӑ. Кунта ҫул ҫине кӗтмен ҫӗртен сиксӗ тухнӑ 10 ҫулхи хӗрача урапан кустӑрми айне лекнӗ иккен. 50 ҫулхи Шупашкар ҫынни ҫул-йӗрте шӑпӑрлана асӑрхасан тӳрех чарӑнма хӑтланнӑ, ҫав ҫавах инкекрен хӑтӑланасси пулайман. Водитель кустӑрма айне лекнӗ хӗрачана пӗр тӑхтамасӑр хӑйӗн урапи ҫине лартса ҫывӑхра вырнаҫнӑ Ҫӗнӗ Шупашкарти поликлиникӑна леҫнӗ.
