Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музейра паян «Деревья и мы» (чӑв. Йывӑҫ тата эпир) ятлӑ курав уҫӑлнӑ. Ӑна Вячеслав Еткер кӳлепеҫӗ 60 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркеленӗ.
Кӑшӑлвирус чирӗ сарӑлнине шута илсе курава уҫнӑ уява чылайӑнах пухӑнман. Район администрацийӗ ячӗпе социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Татьяна Иванова тухса калаҫрӗ. Вӑл скульптора Хисеп хучӗпе чысларӗ. Юбиляра саламлама пысӑк ушкӑн Чӑваш ӳнерҫисен ушкӑнӗнчен пынӑччӗ. Вӗсем Вячеслав Еткере кӗпе тӑхӑнтартрӗҫ, тӗрлӗ парнесем парнелерӗҫ. Тӑванӗсем те — ывӑлӗпе кинӗ тата мӑнукӗ 60 ҫул тултарнӑ ӳнерҫе ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ.
Вячеслав Еткер (Андреев) 1962 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Тимой ялӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Ишлейре пурӑнать, кунтах унӑн ӗҫ лаҫҫи вырнаҫнӑ. 1989 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ илнӗ, ӳнерпе графика факультетне пӗтернӗ.
Вячеслав Еткер ытларах енӗпе йывӑҫран касса кӳлепесем тӑвать. Вӑл хатӗрленӗ юпасем республикӑн тата Раҫҫейӗн чылай кӗтесӗсенче вырнаҫнӑ. Вячеслав Еткер тунӑ парк кӳлеписем ҫавӑн пекех Элӗкре, Красноармейскинче тата ытти район центрӗсенче тӑраҫҫӗ. Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗнче Юрий Туринкен пахчинче туса лартнӑ Киремет те вӑл ӑсталанӑскер.
Agabazar // 1693.65.2013
2022.03.03 21:36 | |
Мĕншĕн скульптор сăмах килĕшмест? Унăн мĕнле кăлтăк пур? | |
Илле Иванов // 4037.6.9447
2022.03.03 23:05 | |
Мĕншĕн скульптор сăмах килĕшмест? Унăн мĕнле кăлтăк пур?
Акапасар хоспочын (хăй пек çырсан) мĕнле вулать? Хыпарта ик тĕлте юбилейçĕн ĕç профессине асăннă: 1)Вячеслав Еткер кӳлепеҫӗ 60 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркеленӗ; 2)Вӑл скульптора Хисеп хучӗпе чысларӗ. Кама тата мĕншĕн скульптор сăмах килĕшмест тесе ÿпкелемелле? Шалт аптрамалла. Скульптор сăмах, вырăс сăмахĕ мар пулин те, чăваш чĕлхине, каламасăрах паллă, вырăс чĕлхи урлă кĕнĕ. Пĕр енчен, чăваш чĕлхи çав ăнлава хăйлех калама пултарнине çирĕплетсе, тепĕр енчен, вырăс чĕлхи чăваш чĕлхине вăйлăрах та вăйлăрах пусарса пынăран, чăваш чĕлхи вырăс чĕлхинчен кĕнĕ сăмахсенчен тасалса пырас туртăмпа, чăваш чĕлхи чăвашланасшăн. Куншăн ăна ÿпкелени ăна аталанма чарнипе, ăна пĕтме суннипе тан. Апла пулин те, вырăсран кĕнĕ интернациллĕ термина та пăрахăсах кăларасшăн мар чăваш чĕлхи, скульптор сăмахпа та усă курать. Сайтри çырура çак ăнлавсене чăвашла та, интернациллĕ те усă курни - калама çук пысăк ăсталăх (ку сайтри пĕтĕм çырăва кăлтăксăр тени мар). | |
Станьял // 3100.3.5780
2022.03.04 09:06 | |
Эткер!
Алла ан хытар, пуртта ан мӑкат! Ӗҫре савӑнмалӑх сан пур-ха хӑват! | |
Эткер // 3652.86.3709
2022.03.05 10:32 | |
Хисеплӗ СТАНЬЯЛ! Чунтан Тав тӑватӑп Сире пиллесе хавхалантарнӑшӑн! Ҫапла пултӑр! |