Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: Сиктӗрме-Хусанкай ялӗн ятӗнчен поэт хушаматне кӑларасшӑн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 19.07.2022 21:07 | 1084 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре
Википедия архивӗнчи сӑн
Википедия архивӗнчи сӑн

Тутарстанри Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗн ятне улӑштарасшӑн. Ятран поэтӑн хушаматне кӑларасшӑн. «Миллиард.Татар» пӗлтернӗ тӑрӑх, сасӑлава хутшӑннӑ 196 ҫынран ҫурри ытларах ята улӑштарассишӗн сасӑланӑ.

«Сувар» хаҫат редакторӗн Ирина Трифоновӑн шухӑшӗпе, чылайӑшӗ ҫак йышӑнӑва инвестора тата «Хусангаевское» тулли мар яваплӑ обществӑн учредительне Иван Казанкова хисепленипе тунӑ. Сӑмах май, вӑл Сиктӗрмере ҫуралса ӳснӗ, «Звениговский» аш-какай комбиначӗн хуҫи.

Хӑй Иван Казанков мӗн шухӑшлать-ха кун пирки? «Эпӗ сасӑлавра пулман, никама та ӳкӗте кӗртмен. Анчах ҫынсем манӑн шухӑша пӗлеҫҫӗ», - тенӗ вӑл. Иван Казанков - Петӗр Хусанкайӑн аякри тӑванӗ. Поэтӑн чӑн хушамачӗ те - Казанков.

#кӳршӗре

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 4033.0.8951
2022.07.19 22:51
Agabazar
Ну мӗн калама пулать кун пирки?
Паянхи Сиктӗрме ҫыннисем. пӗлсех тӑратӑп, Петӗр Хусанкай кам иккенне чухласах каймаҫҫӗ.
Шкулта, ахӑртнех, чӑваш культурине, уйраммӑн илсен, Петӗр Хусанкай пултарулӑхне те, вӗрентмеҫҫӗ пулӗ. Е, вӗрентсен те, ҫителӗклӗ мар, ячӗшӗн ҫеҫ (леш хайхи «ирӗклӗн» тенӗ пек).
Музей ку тӗлӗшпе пысӑк пулӑшавах мар.
Иван Казанков Звенигово районне Параньга районӗнчен куҫса килнӗ. Тата маларах урӑх районта пулнӑ (анчах ку хальхинче пире кирлех мар-ха).
Мӗншӗн Параньга районне хыҫа хӑварнӑ-ха? Кун пирки усламҫӑ ӑнлантарса панӑ. Лере — ҫармӑс ялӗ. Сергей ывӑлӗн те ҫав ҫармӑс ачисемпе вӗренмелле килсе тухнӑ. Казанков-аслине ҫакӑ килӗшмен. Вӑл ывӑлне чат вырӑс шкулӗнче вӗрентесшӗн пулнӑ та — куҫса килнӗ вара....
Кунашкал ҫын Петӗр Хусанкая тивӗҫлӗ таран ӑнланма, хак пама пултарать-ши? Темӗн...
Малай // 3585.68.6574
2022.07.23 21:21
Хусанкай куншӑнах ҫука юлас ҫук. Кӑштахран Сиктерме тени те тухса ӳкме пултарать. Историлле ятсене улӑштармалла мар. Хусанкай тесе хушса хуни те ниме те кирлӗ пулман. Хусанкая чӑнласах сумлас тенӗ пулсан Лермонтов Тарханинчи пек е Есенин, Толстой ялӗсенчи пек музей-комплекссем пулмаллаччӗ, кашни вырӑнне Хусанкайпа ҫыхӑнтарса кӑтартмалла тумаллаччӗ. Казакова мухтамалла яла ҫӗкленӗшӗн. Унӑн Тӗрӗссипе Ҫапла е ытларах та ҫӗклемелле. Мӗншӗн тесен ӑна ӗҫ аллисем кирлӗ. Мӗн чухлӗ ҫын ытларах юлать е аякран ялти условисене кура куҫса килет, производствӑна ытларах та тупӑшлӑрах анлатма пулать.Тепӗр миллиардер-коммунист Грудилин тӗслӗхӗ. Ҫавӑ ҫеҫ. СССР парк е чӑваш аваллӑхӗ питӗ лайӑх туризм бизнес проекчӗ пулма пултарать.
Agabazar // 1333.0.5648
2022.07.24 20:44
Agabazar
Иван Казанков та, Сергей Казанков та Петĕр Хусанкай кам иккенне, хай каларăш, питех чухламаççĕ пулĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем