Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Театр каҫӗ каярах иртӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 25.06.2013 18:22 | 1671 хут пӑхнӑ
«Ха-ха по-черному» шоури сыпӑк
«Ха-ха по-черному» шоури сыпӑк

Виҫӗм кун каҫ Шупашкарта «Театр каҫӗ» акци иртмеллеччӗ. Кун пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Анчах республикӑра халиччен пулман мероприятие курса савӑнма май килмерӗ. Хӑшӗсем каланӑ тӑрӑх, урамри спектакле пӑхас тесе пӗр вырӑнтан тепӗр ҫӗре ҫитнӗ иккен, анчах ҫӳрени кӑлӑхах пулнӑ. Ҫил-тӑвӑл тухасси пирки асӑрхаттарнӑран йӗркелӳҫӗсем ӑна ҫав каҫ ирттерес мар тесе йышӑннӑ-мӗн. Чӑваш патшалӑх драмӑн сӑнавлӑ театрӗ ҫеҫ вӑл каҫ малтан палӑртнине пурнӑҫа кӗртнӗ — куракансене «Ха-ха по-черному» шоу кӑтратнӑ.

Республикӑн Культура министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, «Театр каҫӗ» акцие ытти театрсем Шупашкар хулин кунӗнче йӗркелӗҫ. Аса илтеретпӗр, Вырӑс драма театрӗ «Мир Луксор» кинотеатр умӗнчи лаптӑкра «Театр тӗнчи» театрализациленӗ композиципе савӑнтарӗ. Хӗрлӗ тӳремре вара Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» спектакль сыпӑкне курма йыхравлать. Шупашкрати Суту-илӳ ҫурчӗ умӗнчи лапама Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем пухӑнӗҫ. Шупашкарта пурӑнакансемпе хула хӑнисене вӗсем «Сана юратса, тӑван ен» музыкӑпа сцена композицийӗ хатӗрленӗ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ «Лебединое озеро» балет сценисемпе паллаштарӗ. Балета юратакансен асӑннӑ театр умне пухӑнмалла.

#театрсем, #Театр каҫӗ, #Вырӑс драма театрӗ, #Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ, #оперӑпа балет театрӗ, #Шупашкар, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ, #Республика кунӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем