Культура
![]() Александр Маршал. «Пӗр класрисем» ушкӑнри «Чувашский край» пабликри видеоран илнӗ скриншот Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ, рок-музыкант, юрӑҫ, бас-гитарист, юрӑсен авторӗ Александр Маршал ҫӗнӗ трека чӑваш поэчӗн сӑввипе ҫырнӑ. Видеона артист хӑй ӳкерсе илнӗ. Канаш поэчӗ Сергей Ефимов — Раҫҫей писательсен союзӗн членӗ. Халӗ вӑл Мускавра пурӑнать. Сергей Ефимов — полици полковникӗ, Раҫҫей ШӖМӗн оперативлӑ реагированийӗпе авиацийӗн вӑйӗсен «Рысь» ятарлӑ отрячӗн ветеранӗ. Спецназ ӗҫченӗсем Канаш ҫыннин пултарулӑхне аван пӗлеҫҫӗ. Ентешӗмӗр малтан та сӑвӑсем ҫырнӑ, ҫар ҫыннисен паттӑрлӑхӗпе хӑюлӑхне халалласа халӗ те нумай шӑрҫалать. Унӑн сӑввисене нумаях пулмасть «Честь имею, Россия!» сӑвӑ пуххисен кӗнекине те кӗртнӗ. Александр Маршал Сергей Ефимовӑн темиҫе сӑввипе унччен юрӑсем хайланӑ. Хальхине Медицина ӗҫченӗн кунне (ӑна вырсарникун, ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, палӑртрӗҫ) тата ҫар медикӗсене халалланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |