Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Чӑваш сценин чӑннипех те пултаруллӑ ӑсти, Августа Уляндина, ҫак эрнере «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» ята тивӗҫрӗ.
Пултарулӑх ҫулне вӑл Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищинче ӑс пухнинчен пуҫланӑ. Кайран Августа Чулухлари консерваторинче пӗлӳ илнӗ. Профессири пӗрремӗш утӑмне вара вӑл Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче пуҫланӑ. 1997 ҫултанпа вӑл «Чӑваш Ен» ансамбльте ӗҫлет, паян вӑл — унӑн ертӳҫи. Лара-тӑра пӗлмен ӑста И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи ӳнер факультетӗнче ҫамрӑксене юрлама вӗрентет.
Августа Уляндина пирки нумай каласа кайма пулать. Хӑйне евӗр юрӑҫ тӗлӗнмелле пултарулӑхпа куракана хӑй патне илӗртет. Унӑн репертуарӗнче — чӑваш тата вырӑс халӑх юррисем, хальхи авторсен произведенийӗсем, романссемпе балладӑсем. Кирек мӗне те вӑл чунне парса шӑрантарать. Специалистсем ӑна Николай Казаков, Юрий Григорьев, Светлана Асамат композиторсемпе пӗрле пулса фольклора эстрадӑпа ӑнӑҫлӑ ҫыхӑнтарнӑ пӗрремӗш юрӑҫ тесе хаклаҫҫӗ.
