Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Наци юхӑмӗ ҫинчен ҫӗнӗ кӗнеке тухнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 20.06.2013 20:01 | 1213 хут пӑхнӑ

Чӑваш Республикин никӗсӗ епле ҫурални, вӑл епле амаланни пирки ҫак кунсенче ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Щербаков Сергей Владимирович, вӑл патшалӑх архивӗнче вӑй хурать, ҫак ӗҫпе ҫыхӑннӑ хутсене тишкерсе чылай ҫӗнӗ материала ҫутта кӑларнӑ. Ҫавӑнпа та «Национальное самоопределение чувашского народа в начале XX века: идеологический аспект» кӗнеке тӑван республикӑн кун-ҫулӗпе кӑсӑкланакансен аллине ҫывӑх вӑхӑтра лекессе шанас килет.

Паян вара кӗнекен хӑтлавӗ иртрӗ. Чӑвашлӑхпа тӑчӑ ӗҫлекен ҫынсем кунта чылайӑн пухӑннӑччӗ — кашни тенӗ пекех кӗнекене, уйрӑмах авторӑн ӗҫне ырларӗ. Пуҫланӑ ӗҫе малалла тӑсма сӗнчӗҫ — 1917–1920 ҫултисемсӗр пуҫне каярахри тапхӑра та тишкермелле.

Мӗн ҫинчен-ха кӗнеке? Халӑхра анлӑ сарӑлнӑ шухӑша ӗненес пулсан революциччен пирӗн халӑх тӗттӗм пулнӑ, нимӗнле наци идеологийӗ те пулман имӗш. Пӗтӗмпех большевиксем тӑрашнипе йӗркеленнӗ иккен, В.И. Ленин ырланипе. Республика таврашне тунӑ май та пирӗн халӑх, имӗш, вырӑссен, тутарсен тата ытти халӑхсен тӗслӗхӗсемпе усӑ курнӑ, хӑйӗн нимӗн те пулман. Ҫак кӗнеке вара суя шухӑша сирме пулӑшать, республикӑна тунӑ вӑхӑтра ӗҫ-пуҫ епле пулнине тӗплӗн ҫутатса парать: мӗншӗн Элмен ҫапла йышӑну тунӑ; мӗншӗн республика пирӗн пӗчӗк тата ытти те.

Монографие «СУМ» лавккара туянма май пур.

Сӑнсем (49)

#кӗнекесем, #чӑвашлӑх, #вулавӑшсем, #хӑтлавсем

 

Комментари:

Agabazar // 2002.72.3170
2013.06.20 20:47
Agabazar
Леш хай Чĕмпĕре чăваш тĕп хули тăвас текен шухăш пирки мĕн те пулин каланă-ши кĕнекере?
Migulaj // 2812.42.2393
2013.06.21 06:37
Ку кĕнеке ют чĕлхепе тухни - чăваш чĕлхин вырăнĕ çуккине пĕлтерет.
Атл // 3718.8.9485
2013.07.30 14:37
" вăл патшалăх архивĕнче вăй хурать, "

" Патшалăх " ... пулсан - Хуçана Патша темелле. Юмахра та ялан пирĕн - " Патша"
Серте Унтри // 3039.57.4735
2013.07.30 18:27
Интернетра вырнаÇтармани вăл кĕнекене? УкÇа парсах илмес-ха. Отне кĕнекесем кăлараÇĕ. Мăйăхри кушака туянас килмест.
2013.07.30 18:44
Аçтахар Плотников
Чăвашлăхпа кам кăсăкланать — вĕсем пурте çак кĕнекепе паллашма сĕнеççĕ. Хакĕ те пысăк мар — 120 тенкĕ çеç //лавккана тухсан пурĕпĕр 3-4 хут ытларах тăкаклатар кунне...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем