Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.6 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Наци проекчӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулне ҫӗнӗ музыка инструменчӗсем туянма пулӑшнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 31.03.2022 12:16 | 673 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ
cap.ru сайтран илнӗ сӑн
cap.ru сайтран илнӗ сӑн

2022 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулӗ «Культура» наци проектне кӗрекен «Культурӑллӑ хутлӑх» федераллӑ проекта пурнӑҫланӑ май 5 миллион тенкӗ ытла илнӗ.

Уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе ҫутӑ тата сасӑ оборудованийӗ, музыка инструменчӗсем, вӗренӳ материалӗсем туянӗҫ. Паянхи куна илсен халӑх инструменчӗсем, ноутбук, сӗтел-пуканӑн пӗр пайне илсе ҫитернӗ. Ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче сольфеджио тата музыка литературине вӗрентме 57 ҫӗнӗ вӗренӳ кӗнеки тата методика пособийӗсем ҫитерсе памалла.

— Наци проектне пурнӑҫланӑ май культура сферинчи кадрсене хатӗрлес ӗҫре пӗрремӗш вырӑнта, никӗсре тӑракан музыка тата ӳнер шкулӗсене уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрни паха. Вӗрентӳ процесӗнче лайӑх, аван ӗнӗрленӗ инструмент питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен вӑл вӗрентӳ пахалӑхӗ мӗнлерех пулассине чылай енчен палӑртать, — палӑртнӑ администраци пуҫлӑхӗ Дмитрий Пулатов.

Хальхи вӑхӑтра учрежденире 1200 ача вӗренет. Вӗсем музыка, ӳкерчӗк, хореографи, театр ӳнерӗ, декораципе прикладной пултарулӑх тата пуҫламӑш эстетика аталанӑвӗ енӗпе хушма обществӑлла программӑсем тӑрӑх та аппаланаҫҫӗ.

— Пирӗн шкулшӑн ҫакӑ — чӑн-чӑн уяв. Ҫӗнӗ музыка инструменчӗсем, оборудовани тата вӗренӳ материалӗсем вӗренекенсене музыка ӳнерне алла илме тата пултарулӑх хӑватне аталантарма пулӑшаҫҫех. Инструментсен пахалӑхӗ питӗ аван пулни, тата вӗсене хамӑр ҫӗршывра туса кӑларни питӗ пӗлтерӗшлӗ, – ҫапларах комментариленӗ ача-пӑча ӳнер шкулӗн директорӗ Елена Куликова.

«Культура» наци проекчӗ РФ президенчӗн РФ аталанӑвӗнчи наци тӗллевӗсемпе стратегиллӗ задачисене 2024 ҫулччен тумалли тапхӑр ҫинчен калакан указа шайӗнче пурнӑҫланать. Вӑл «Культура хутлӑхӗ», «Пултаруллӑ ҫынсем» тата «Цифрӑллӑ культура» федераллӑ проектсенчен тӑрать. Ҫӗнӗ Шупашкар 2020 ҫултанпа мӗнпур федераллӑ проектсене хутшӑнать.

#культура, #ӳнер шкулӗсем, #ачасем, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #пултарулӑх, #ӳнер

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем