Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Паян Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Шуля ялӗнчи клуб хыпса илнӗ. Инкек пирки пушарнӑйсем патне хыпар ирхи 8 сехет те 40 минутра ҫитнӗ. Вырӑнти культура учрежденийӗ 15 метр сарлакӑш, 30 метр тӑршшӗ йывӑҫ ҫуртра вырнаҫнӑ пулнӑ иккен.
Ҫулӑмпа кӗрешекенсем «хӗрлӗ автана» ытлашши алхасма ирӗк паман — вутра клуб ҫивиттийӗ ҫуннӑ. Ҫулӑма сӳнтернӗ ҫӗрте 67 ҫын тӑрмашнӑ. Яваплӑ ҫак ӗҫе 25 техникӑна явӑҫтарнӑ.
Сӑмах май, ҫӗртмен 9-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Шӗнер Ишек ял клубӗ ҫуннӑччӗ. Унта ҫулӑм ҫурҫӗр иртсен алхасма тытӑннӑ — усал хыпар пушарнӑйсен диспетчер службине ҫурҫӗр иртни 44 минутар ҫитнӗ. Ҫулӑмпа 4 единица техника кӗрешнӗ. Анчах ҫурта ҫӑлса хӑварма май килмен.
Ик тӗслӗхре те пушар сӑлтавне палӑртассипе специалистсем ӗҫлени пирки хыпарланӑччӗ.
