Апат-ҫимӗҫ
![]() Яндекс.Дзен сайтри сӑн Чӑваш Енри тӳре-шара кунсерен суту-илӳ вырӑнӗсене тухса ҫӳресе тавар хакӗсене тишкерет. Вӗсем социаллӑ пӗлтерӗшлӗ 32 апат-ҫимӗҫ тата 20 ытти тавар хакӗсене танлаштараҫҫӗ. Ҫакӑ паллӑ: пуш уйӑхӗнче лавккари хаксем чӑнах та улшӑннӑ. Тӑрук 9 тавар хакӗ улшӑннӑ: аш-какай консерви (12%), тӑвар (10%), вир (12%), купӑста (14%), хура тул (12%), пуҫлӑ сухан (17%), кишӗр (18%). Ҫавӑн пекех ӗне ашӗ, тип ҫу, ҫӑмарта, ҫӑкӑр таврашӗ, чӑх какайӗ хакланнӑ. Чи вӑйлӑ хакланнӑ тавар – сахӑр. Вӑл 57 тенкӗ тӑнӑ пулсан халӗ – 85 тенкӗ. Ҫынсем лавккаран хӑйсене кирлӗ таварсене купи-купипех туянса хунӑ ахӑртнех, мӗншӗн тесен юлашки кунсенче «ажиотаж» текенни палӑрман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |