Сывлӑх
![]() "Чебоксарские новости" тунӑ сӑн Президент пепкелӗх центрне реанимобильпе 800 грамм таякан тин ҫуралнӑ ачана илсе ҫитернӗ. Реаниматологсем тата неонатологсем ӑна 10 кун пӑхнӑ. Анчах пепкен сывлӑхӗ йывӑрланса пынӑ. Ҫавна май тухтӑрсем ӑна операци тума йышӑннӑ. Операцие Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче ирттернӗ. Ӑста тухтӑрсем 20 минут ҫак кӑткӑс ӗҫе пурнӑҫланӑ. Малтанлӑха хӗреача ятарлӑ аппаратура пулӑшнипе сывлӗ. Кӑшт вӑй илсен хӑйех сывлама пултарӗ. Халӗ пепке Президент пепкелӗх центрӗн реанимаципе интенсивлӑ терапи уйрӑмӗнче вӑй илет. Хальлӗхе ӑна киле кӑларасси пирки тухтӑрсем каламаҫҫӗ, ӑна пӑхмалла, вӑй илме пулӑшмалла. Каласа хӑварар: палӑртнӑ кунран пӗчӗк виҫепе чылай маларах ҫут тӗнчене килнӗ хӗрачана ашшӗ-амӑшӗ Кристина ят панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |