ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви канмалли кунсенче, уявсенче, пульницӑсем мӗнле графикпа ӗҫленине пӗлтернӗ. Вӑл ахаль чухнехинчен уйрӑлса тӑрӗ.
Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче кӗске ӗҫ кунӗ пулӗ. Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче тата 8-мӗшӗнче пульницӑсенче пациентсене 8-13 сехетсенче йышӑнӗҫ. Киле тухтӑра чӗнмешкӗн 12 сехетчен шӑнкӑравлама юрать.
Пушӑн 7-мӗшӗнче поликлиникӑсем шӑматкунхи графикпе ӗҫлӗҫ. Вакцинаци пункчӗсем нарӑсӑн 23-мӗшӗнче, пушӑн 5-мӗшӗнче тата 7-мӗшӗнче 8-13 сехетсенче пациентсене йышӑнӗҫ. Пушӑн 7-мӗшӗнче – 8-19 сехетсенче.
Agabazar // 3365.34.2486
2022.02.22 18:32 | |
Карантай Тимĕрĕ // 4102.41.1865
2022.02.23 04:50 | |
"Пульницӑ" тесе ђӑвашлатса ҫырса хунӑ-ҫке, иккĕмĕш "ц" кĕртмесен те. Ђӑн ђӑвашла "сыватӑш" е "сыватмӑш" ҫырнӑ пулсан, тата лайӑхрахђĕ ҫав. |
Пульницца
.