Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӗнӗ Выҫли ялӗнче шкул пулнӑ ҫуртра ӗне ферми тӑвасшӑн. Кунти шкул 39 ҫул ӗҫленӗ. 2016 ҫулта оптимизаци пуҫланнӑ та ӑна хупнӑ. Вырӑнти халӑх ӑна юсама укҫа пухнӑ, чӳрече улӑштарнӑ, плиткӑсене ҫӗнетнӗ, санузел тунӑ. Шкул умӗнхи ушкӑн та уҫма палӑртнӑ. Анчах кӑлӑхах.
Хупнӑ чухне шкулта 100 ытла ача вӗреннӗ. Халӗ ачасене Хурамал шкулне автобуспа илсе ҫӳреҫҫӗ. Шӑпах унта ҫӗнӗ шкул уҫӑлсан Ҫӗнӗ Выҫлирине хупнӑ.
Пушӑ ҫурта вырӑнти фермера сутнӑ. Вӑл ӑна халӗ ӗнесем валли хута ярасшӑн. Анчах фермер ял ҫыннисем пекех шутлать: пушӑ шкулта ферма тумалла мар, клуб е ФАП уҫмалла. Тепӗр енчен, унӑн шухӑшӗпе, пушӑ лариччен ферма пултӑр, унсӑрӑн вӑл юхӑнать. Вӑл тепӗр ҫуртпа улшӑнма та хатӗр. Вырӑнти влаҫ кун пирки шутласа пӑхма шантарнӑ.