Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Нина Панинӑна асӑнса «Улӑп ҫӗрӗ» постановка лартнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 03.12.2021 17:30 | 1598 хут пӑхнӑ
Культура

Культура училищин сцени ҫинче нумаях пулмасть пирӗнтен уйрӑлса кайнӑ Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченне Нина Трифоновна Панинӑна асра тытса «Улӑп ҫӗрӗ» театрланӑ спектакль лартнӑ.

Чӑваш республикин культура училищин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак постановка куракансенче чӑваш культурин тӗнчипе паллаштарать: кунта чӑваш кӗввисем янӑраҫҫӗ, пуян чӑваш тӗррипе илемлетнӗ наци костюмӗсем курӑнаҫҫӗ. Постановкӑна Нина Панина режиссер тунӑ. Унӑн ӗҫне вара унпа пӗрле ӗҫлекен Григорьев Владимир Николаевич, ҫавӑн пекех ҫамрӑк режиссер Петров Григорий тата педагог-хореограф Казаков Сергей вӗҫленӗ.

Театрланӑ спектакле хатӗрлес ӗҫе пултарулӑх ушкӑнӗсем те хутшӑннӑ. Пулас сцена ӑстисене Комсомольски районӗнчи «Каҫал», Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Сӗнтӗрпуҫ культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Сӗнтӗр», Элӗк районӗнчи «Валинкке фольклор ансамблӗсем пулӑшнӑ.

#культура, #культура училищи, #ҫамрӑксем, #Элӗк районӗ, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Комсомольски районӗ, #халӑх ушкӑнӗсем, #пултарулӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем