Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Ҫӗрпӳре бассейнлӑ ача пахчи хӑпартас ӗҫ малалла пырать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 22.10.2021 17:56 | 915 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Чӑваш Республикин ертӳлӗхӗ пулӑшнипе республикӑри районсенче ҫӗнӗ шкулсем хӑпарӑнаҫҫӗ, ҫӗнӗ ача пахчисем уҫӑлаҫҫӗ, маларах туса лартнӑ шкул умӗнхи тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӗренӳ организацийӗсенче тӗп юсавсем иртеҫҫӗ. Ҫак ӗҫсен тӗп тӗллевӗ вара — ачасем валли аталану условисене хӑтлӑлатасси, педагогсемшӗн – ачасене вӗрентес тата воспитани парас ӗҫе ҫӑмӑллатасси.

Тӗслӗхрен, «Демографи» нацпроектӑн «Хӗрарӑмсене ӗҫпе тивӗҫтересси — виҫӗ ҫула ҫитичченхи ачасем валли шкул умӗнхи вӗренӳ условийӗсем туса парасси» регион проекчӗ шайӗнче Ҫӗрпӳ хулинче бассейнлӑ 240 вырӑнлӑ ача пахчи хӑпартас ӗҫ малалла пырать.

Объекта хӑпартакан тӗп подрядчик «ПМК-8» ТМЯП шутланать. Проектпа килӗшӳллӗн кунта бассейн, юрӑ-кӗвӗ урокӗсен залӗ, акт тата вӑй-хал культурин залӗсем, кружок занятийӗсем ирттермелли пӳлӗм, компьютер класӗ, медицина кабинечӗ тата административлӑ пӳлӗмсем хута яма палӑртнӑ. Ачасемшӗн канмалли тата аталантармалли мӗн пур условисене туса парӗҫ.

Паянхи кун тӗлне объектра 120 яхӑн ҫын вӑй хурать. 1-мӗш, 2-мӗш тата 3-мӗш хутсенче шалти ӗҫсене тӑваҫҫӗ. Вентиляцине вырнаҫтарас ӗҫ малалла пырать. Унсӑр пуҫне ача пахчин лаптӑкӗнче пӗчӗк архитектура кӳлеписемпе верандӑсем тӑвасси малалла пырать. Ҫурт тӑррине витес енӗпе те пӗр канмасӑр ӗҫлеҫҫӗ.

Ача пахчине хута ярас ӗҫе 2022 ҫул вӗҫлениччен пӗтерме палӑртнӑ.

#Ҫӗрпӳ, #ача пахчисем, #ҫурт тӑвӑм, #Ҫӗрпӳ районӗ, #ачасем, #вӗренӳ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем