Шӑмӑршӑ районӗнче пурӑнакан Анна Петрова 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл халӗ те юрлама пултарать.
Анна Павловна 6 ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Вӑл вӑрҫӑ ҫулӗсенче окоп чавма кайнӑ. «Кивӗ тумтир тӑхӑнса 10-шар сехет чаваттӑмӑр, ҫил ҫурӑм витӗр вӗретчӗ», - аса илет Анна Петрова.
Анна Павловна питӗ ир тӑлӑха арӑма юлнӑ. Упӑшки вилнӗ чухне хӗрӗ Мария 7 уйӑхра пулнӑ. Вӑл ӑна пӗчченех ура ҫине тӑратнӑ.
Анна Петровӑн вӑрӑм ӗмӗр варттӑнлӑхӗ пур: ырӑ кӑмӑллӑ пулмалла тата Турра ӗненмелле. Вӑл Библин пӗр пайне каллиграфи почеркӗпе тетрадь ҫине ҫырса илнӗ. Халӗ унӑн 5 мӑнук, вӗсен 8 ачи. Кӗҫех 9-мӗшӗ ҫуралмалла.