Вӑрмар районӗнчи фермер кредит организацийӗсенчен тата харпӑр усламҫӑран 2 миллион ытла тенкӗ кивҫен илнӗ. Анчах вӑл парӑма тавӑрса пама васкаман. Ҫавна май приставсем ун тӗлӗшпе ӗҫ производстви пуҫарнӑ.
Фермер 1966 ҫулта ҫуралнӑскер. Ҫак кунсенче приставсем унӑн тыр-пулне – 10 тонна викӑна – арестленӗ. Вӑл 70 пин тенкӗлӗх. Арестленӗ тыр-пул фермер патӗнчех упранать. Унӑн ӑна хӑйӗнех сутмалла. Ҫак ӗҫе 10 кунра пурнӑҫласа парӑмсене татма тытӑнмалла.