Чӑваш Енре халӑхран илекен сӗт хакӗ ӳснӗ. Кун пирки ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтерет.
Республикӑра халӗ 1 литр сӗте вӑтамран 20 тенкӗпе пуҫтараҫҫӗ. Тӳре-шара аван уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку хисеп пӗлтӗрхи хакран 18,07 процент нумайрах. Пӗлтӗр кӑтарту 16,6 тенкӗпе танлашнӑ. Юлашки эрнере халӑхран пуҫтаракан сӗт хакӗ 70 пус ӳснӗ.
Комсомольски районӗнче хак ҫур тенкӗ хӑпарнӑ, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Ҫӗмӗрле, Вӑрмар, Элӗк, Канаш, Тӑвай районӗсенче сӗте 1 текнӗ ытларахпа пуҫтарма тытӑннӑ.