Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Пӑчкӑ ярса тытнӑ чиновниксем», е «Чӑвашкино» киностудие хупӗҫех-ши?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 18.08.2021 07:48 | 1881 хут пӑхнӑ
Культура

«Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ тата электрон документаци» хысна учрежденине оптимизацилеме шухӑшлани ҫинчен ҫӳрекен сӑмаха Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлчӗ. Республикӑн Культура министерстви ЧР Министрсен Кабинечӗн йышӑнӑвӗн проектне хатӗрленӗ-мӗн.

Культурӑри тӳре-шара Чӑваш Енӗн хальхи вӑхӑтри историн патшалӑх архивне (асӑннӑ организаци хысна учрежденийӗ шутланать) реорганизацилесшӗн иккен. «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ тата электрон документаци» хысна учрежденине архивпа пӗрлештересшӗн. Асӑннӑ утӑма хысна учрежденийӗсене оптимизацилесси малалла пынипе ҫыхӑнтараҫҫӗ-мӗн.

Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, «Чӑвашкинора» паян — 29 штат единици. Вӗсенчен 4-шне Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗпе радиокомпанине парасшӑн-мӗн, 13-шне — Хальхи вӑхӑтри историн патшалӑх архивне, 12-шне — Патшалӑх истори архивне.

«Чӑвашкино» 1926-1932 ҫулсенче ӗҫленӗ. Ҫав вӑхӑтра вӑл илемлӗ 7 тата документлӑ 3 фильм ӳкерсе ӗлкӗрнӗ. «Чӑвашкинона» «Востоккинопа» пӗрлештернӗ хыҫҫӑн хайхин кун-ҫулӗ татӑлнӑ. Темиҫе теҫетке ҫул иртнӗ хыҫҫӑн пирӗн республикӑра ЧР Кинематографисчӗсен союзӗ чӑмӑртанчӗ, унтан «Чӑвашкинона» та ҫӗнӗ варкӑш кӗчӗ. 21-мӗш ӗмӗрте вара Иоаким Максимов-Кошкинский иртнӗ ӗмӗрӗн йывӑр ҫулӗсенче тытса пынӑ ӗҫе малалла туртма хал ҫитеймӗ-ши? Тутартсанри «Сувар» хаҫатра ҫырнӑ евӗр, пӑчкӑ ярса тытнӑ чиновниксене ӳкӗте кӗртме май килмӗ-ши?

««Чӑвашкино» уйрӑм ҫурт-йӗрпе пурӑнать. Унӑн ҫӗнӗ йышши павильон, хаклӑ йышши оборудованийӗ пур. Ҫак пурлӑха ӗҫлеттермелле, халӑха кирлӗ ӗҫ тутармалла пек те. Кино ӳкерекенсем тӑвакан ӗҫ-хӗл халӑха питӗ кирлӗ, вӑл ҫынсен ӑс-хакӑл аталанӑвӗ, наци ӑнкарулӑхӗ, патриотизмӗ ҫине усӑллӑ витӗм ӳкерт тесе те хӑюллӑнах калама пулать. Анчах пӑчкӑсем ярса тытнӑ чиновниксене мӗнле ӳкӗте кӗртес?

*...* Чӑваш культури Чӑваш Республикипе кӳршӗллӗ регионсенче кӑна сыхланса юлать-ши вара кун пек? Тепӗр ҫул вӗт «Чӑвашкино» 95 ҫул тултармалла. Эпир Тутарстанра Чӑваш киновӗн кунӗсене тата анлӑрах ирттерме палӑртса хунӑ. Мӗн каламалла манӑн кино курма килекен ҫынсене?» — тесе ҫырнӑ эпир маларах асӑннӑ кӑларӑмра.

#ӗҫ вырӑнӗсем, #Чӑвашкино, #ҫӗнӗлӗхсем, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем