Ҫуллахи шӑрӑх кунсене нумайӑшӗ чӑтӑмсӑр кӗтеҫҫӗ ӗнтӗ. Хӗвеллӗ кунсене, лӑпкӑ каҫсене, ем-ешӗл симӗс тавралӑха илсе килет пире ҫу «хӑни». Анчах та ӑҫта канлӗх, лӑпкӑллӑх — ҫавӑнта вара кӑмӑла хуҫакан пулӑмсем те ҫумрах. Ҫуллахи чи тӑтӑш тӗл пулакан йывӑрлӑх вара — вӑрӑм туна амакӗ. Кӑнтӑрлахи кунсенче ҫынсем хӗвелтен пытанаҫҫӗ, каҫ еннелле вара вӑрӑм туна хурт-кӑпшанкинчен тараҫҫӗ.
Шупашкарта кӑҫал пӗлтӗрхи пекех вӑрӑм тунасене пӗтерес тӗллевпе дезинсекци ирттереҫҫӗ. Паянхи куна ЖКХ ӗҫченӗсем Шупашкарта 18 хула объекчӗсенче дезинсекци тума та ӗлкернӗ. Вӗсем шутне Чапаев сквере, Хӗрлӗ тӳрем, Мускав тата Ленин проспекчӗсем кӗреҫҫӗ. Ҫитес кунсенче дезинсекци Калинин районӗнче тата Ачасен медицина центрӗн лаптӑкӗсенче ирттерме палӑртнӑ. Пурӗ пӗрле 334 тӑваткал метра вӑрӑм тунасенчен тасатӗҫ.
Вӑрӑм тунасене хирӗҫ «кӗрешӗве» парк, сквер, кану зонине тухаҫҫӗ. ЖКХ ӗҫченӗсем сапнӑ эмел тупӑшӗ виҫӗ уйӑхлӑха тӑсӑласси ҫинчен шантарсах калаҫҫӗ.
Вара ҫакӑн майлӑ ӗҫ-пуҫ хула халӑхӗшӗн самаях усӑллӑ пулӗ. Каҫ еннелле урама тухсан е шӑрӑх кунсенче сулхӑн вырӑна тӑрсан вӑрӑм тунасем малашне кӗтӳпе тапӑнманни чӑннипех те халӑха савӑнтарать.