Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Техника айӑпне пула ЧПУ 3 факультетне бюджет вырӑнӗсӗр хӑварнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 22.05.2013 16:45 | 1772 хут пӑхнӑ

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх универстетри чӑваш филологийӗпе культура факультетне, вырӑс филологи тата журналистика факультетне кӑҫалхи абитуриентсене йышӑнма Раҫҫей вӗренӳ министерстви бюджет вырӑнне уйӑрса паман пулнӑ-мӗн. Ку хыпар асӑннӑ факултьтет ӗҫченӗсене самаях пӑшӑрхантарнӑ. Вара мӗне пула гуманитарлӑ факультетсене уйӑрса хӑварас тенӗ? Ҫак ӗҫ-пуҫа ӑнлантарас тесе Чӑваш Енӗн вӗренӳ министерсви хутшӑннӑ.

Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пресс-конфиренцире вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх факультетсем бюджетлӑ вырӑнсӑр тӑрса юлни «техника йӑнӑшӗпе» пулнӑ имӗш. «Чӑваш патшалӑх университечӗ патшалӑх тытӑмӗнче тӑрать, ҫавна май кашни ҫулах бюджет вырӑнӗсене илес конкурсра хутшӑнать. Кӑҫал та ҫавӑн пекех. Раҫҫей министерстви ЧПУ адресне янӑ ҫырура чӑваш филогийӗпе культура, вырӑс тата журналистика факультечӗсенче бюджетлӑ вырӑнӗсен шутне палӑртман. Ҫак пулӑма вара техника йӑнӑшӗпе ҫыхӑнтараҫҫӗ Раҫҫей министерствинче», — пӗлтерет Владимир Иванов.

Паянхи куна бюджет вырӑнӗсене факультетсене уйӑрас ыйтӑва Чӑваш Енӗн тата Раҫҫей министерствисем Чӑваш патшалӑх университетӑн пуҫлӑхӗсемпе пӗрле татса параҫҫӗ. Ҫитес вӑхӑтсенче вара пӑтрашуллӑ тапхӑр кӗҫ-вӗҫ сирӗлессе, факультетсем саккунлӑ бюджет вырӑнӗсене тавӑрасса шансах тӑрӑпӑр.

#Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ, #ЧПУ, #аслӑ пӗлӳ, #вӗренӳ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i981.html
 

Комментари:

2013.05.23 17:55
Аксар Чунтупай
"Техника йăнăшĕ" тени вăл темле вăрттăн, никам та ăнланман ĕç-пулăм çинчен пырать ĕнтĕ... Пытараççĕ пиртен, чăвашсенчен...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем